Элӗкри «Валинкке» халӑх фольклор ансамблӗ Геннадий Заволокин ячӗллӗ «Выля, купӑс» Пӗтӗм тӗнчери III фестивале хутшӑннӑ. Вӑл утӑ уйӑхӗн 3–13-мӗшӗсенче Новосибирск тата Новосибирск облаҫӗнче иртнӗ.
Икӗ ҫулта пӗрре иртекен мероприяти тӗнче шайне тухма ӗлкӗрнӗ. Хальхинче унта хамӑр ҫӗршыври 70 регионӗнчен тата Германирен, Америкӑран, Израильтен, Украинӑран, Белоруҫран, Казахстанран килсе ҫитнӗ. Конкурса хутшӑнма 278 заявка тӑратнӑ иккен. Ҫав шутра Чӑваш Енри тепӗр ушкӑн та пулнӑ. Ку вӑл — Шупашкар районӗнчи «Хӗлхем» фольклор ансамблӗ. «Валинкке» пирки каласан, фестивальте ушкӑна куракансем кӑмӑлтан йышӑннине пӗлтереҫҫӗ Элӗк район администрацийӗнче.
Конкурс ирттернисӗр пуҫне фестивале хутшӑннисене «Выля, купӑс» телекӑларӑм валли те ӳкернӗ.
«Валинкке» ушкӑн фестивальтен лауреат ячӗпе таврӑннӑ. Ансамблӗн солисчӗсем Владимир Терентьевпа Галина Краснова фестиваль дипломанчӗсем пулса тӑнӑ.
Сӑнсем (46)
Шупашкар районӗнчи ача-пӑча уйлӑхӗсенчен пӗринче пӗлтӗр те пӑтӑрмах пулнӑччӗ-ха. Халӗ тата тепре сиксе тухнӑ. Унта канакан 12 ҫулхи арҫын ачана сӑпса сӑхнӑ. Унтан вӑл медицина пунктне пулӑшу ыйтма кайнӑ. Ҫавӑнта уйлӑх медсестри ачана темле эмелпе укол тунӑ хыҫҫӑн ачана пушшех йывӑрлатса янӑ пирки ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Укол тунӑ эмеле психотроплӑ хатӗр тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен.
Халӗ ку фактпа тӗпчев пырать иккен. Прокуратура уйлӑха питӗ тӗплӗн тӗпчесшӗн. Унӑн пӗтӗмлетӗвне ҫурла уйӑхӗнче пӗлтерме шантараҫҫӗ.
Муркаш районӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗсем питӗ хастар — чылай мероприятирен айккинче юлмаҫҫӗ. Темӗнле пулсан та — чӑваш халӑхӗ хӑйӗн йӑли-йӗркине упрама тӑрӑшать. Ку енӗпе культура ӗҫченӗсем самай тӑрӑшаҫҫӗ. Ав Орининти информаципе культура центрӗнче кӑҫал чылай мероприяти иртнӗ. Ҫулла пахчара ӗҫ нумай пулин те пултарулӑх ушкӑнӗсем халӑха савӑнтарма вӑхӑт тупаҫҫӗ. Атапайри «Сурпан», Мулкачкассинчи «Пучах», Орининти «Шуракӑш» тата «Орин ен» пултарулӑх ушкӑнӗсем Муркаш районӗпе республикӑра кӑна мар, Чӑваш Ен тулашне те ҫитсе килнӗ.
Мулкачкассинчи «Пучах» ушкӑн Мари Республикинчи Звенигово районӗнче иртнӗ Акатуя хутшӑннӑ ав. «Сурпан» Орлов-Шуҫӑм композитор ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ фестивале (Ҫӗрпӳ районӗ) ҫитнӗ. Москакассинчи «Пилеш» ташӑ ушкӑнӗ вара Алтая таранах кайса килнӗ.
Утӑн 13-мӗшӗнче «Пучах» каллех уява ҫитнӗ. Хальхинче — Шупашкар районӗнчи Атӑльял уявне. Уяв вӗсен кӑмӑлне кайнӑ. Ял мӗнле пуҫланса кайнине кӑтартнӑ.
Пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче Шупашкар районӗнчи Янӑшра ҫӗнӗ шкул тума пуҫланӑччӗ. Ӗҫне строительсем ҫине тӑрса пурнӑҫлаҫҫӗ. 165 ача вӗренмелӗх тата шкул ҫулне ҫитмен 40 ача вырнаҫмалӑх заведение купаласа пӗтернӗ те ӗнтӗ. Чӳречесем лартнӑ, электромонтаж ӗҫӗсене вӗҫленӗ. Хальхи вӑхӑтра шалти ытти ӗҫ пырать.
Паян Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Георгий Егоров ӗҫ-пуҫпа вырӑна тухса паллашнӑ-мӗн. Район администрацийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫлӑх ӗҫ тивӗҫлӗ шайра пынине, объекта вӑхӑтра (анчах вӑхӑчӗ хӑҫанне асӑнман та) хута ярасса шаннине палӑртнӑ.
Ку шкулта хӑй вӑхӑтӗнче Игнатьев Михаил Васильевич пӗлӳ пухнӑ. Унччен вӑл 1 хутлӑ ҫуртра вырнаҫнӑ пулнӑ, хальхи икӗ хутлӑ пулмалла. Тӗрлӗ сас-хура пӗлтернӗ тӑрӑх ку шкула (вӑл тӗп пӗлӳ параканни шутланать) хута янӑ хыҫҫӑн Чӑрӑшкассинчи вӑтам шкула хупма пултараҫҫӗ имӗш. Янӑш шкулӗнче хальхи вӑхӑтра 60 ытла ача вӗренет.
Сӑнсем (8)
Шупашкар районӗнче пурӑнакан 33-ри хӗрарӑм унччен икӗ хутчен суд тенкелӗ ҫине ларнӑ. Анчах амӑш сӗчӗпе ӑс кӗменни качаканнипе кӗрес ҫук тенешкел каллех преступлени ҫулӗ ҫине тӑнӑ. Хальхинче вӑл паллакансен укҫине пӗҫертнӗ. Алӑк ватса-ҫӗмӗрсе ҫӳремен, кил хуҫисене ӗҫтерсе ӳсӗртнӗ те лешсем тӳнсе кайсан хӗстерсе тухса кайнӑ.
«Уявне» хаваслӑ йыш ҫу уйӑхӗн пӗр кунӗнче Мӑн Чӑкӑр ялӗнче пухӑннӑ тесе пӗлтерет Шупашкар район прокурорӗн ҫумӗ Анатолий Иванов. Ӗҫнӗ-ҫинӗ. Ҫинех пуль ӗнтӗ. Ҫыртмаллисӗрех мар-тӑр. Кил хуҫисем хуп турттарма тытӑнсан вӑр-вар хӗрарӑм хайхисен 8 300 тенкине илсе тухса кайнӑ.
Ҫынсене самай шар кӑтартнӑ тесе вӑрлакан хӗрарӑма пӗрремӗш инстанцири суд 2 ҫул та 6 уйӑхлӑха юсанмалли пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние ямалла тунӑ. Алли кукӑр хӑрарӑмӑн вӑрланипе унччен икӗ хутчен айӑпланни те тухса пӗтмен иккен-ха.
Утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗнче, «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» медале парасси йӑлана кӗнӗ. Кӑҫал ӑна Шупашкар районӗнчи виҫӗ мӑшӑр тивӗҫнӗ.
Вӗсем — Георгий Семеновичпа Феодосия Ивановна Кирилловсем, Александр Андреевичпа Валентина Сергеевна Иванюшкинсем, Вячеслав Ефремовичпа Римма Григорьевна Кудряшовсем.
Виҫӗ мӑшӑра «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» медале савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура панӑ. Ҫак кун Кудряшовсен ылтӑн туйне те «регистрациленӗ». Вячеслав Ефремовичпа Римма Григорьевна ҫӗрӗсемпе ылмашӑннӑ. Вӗсене пӗрле 50 ҫул пурӑннӑ ятпа «ылтӑн» свидетельство панӑ.
Сӑнсем (13)
Нумаях пулмасть Ҫӗрпӳре Орлов-Шуҫӑм композитор ҫуралнӑранпа пӗр ӗмӗр ҫитнине халалласа Районти пӗрремӗш уҫӑ фестиваль иртнӗ.
Аристарх Гаврилович – Чӑваш АССРӗн искусствисен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ тата халӑх артисчӗ, РСФСР халӑх артисчӗ. Вӑл Ҫӗрпӳ районӗнчи Уйкас ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл пултаруллӑ композитор, педагог, Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн тата Чӑваш радиовӗпе телевиденийӗн хорӗн, Кабардин-Балкарин патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн ертӳҫи тата хормейстерӗ пулнӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи уҫӑ фестивале Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Георгий Фадеев, Ҫӗрпӳ ентешлӗхӗн пайташӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Владимир Федоров композитор (Шупашкар районӗнчи Культура ҫуртӗнчи ветерансен хорӗпе пӗрле), республика конкурсӗсен лауреачӗ Анатолий Печников композитор (хӑй ертсе пыракан Шупашкр районӗнчи Иккассинчи «Ҫӑлкуҫ» ансамбльпе пӗрле), пӗтӗм тӗнчери тата Раҫҫейри конкурссен лауреачӗ Андрей Барабанов тата ыттисем хутшӑннӑ.
Фестивальте Аристарх Орлов-Шуҫӑм кӗвӗленӗ юрӑсем янӑранӑ.
Утӑн 4-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Шуркасси ялӗнче Ҫурҫӗр Кавказ регионӗнче пуҫ хунӑ Леонид Пучков аслӑ сержанта халалласа асӑну хӑми уҫнӑ.
Унта полици тытӑмӗнче ӗҫлекенсем те килнӗ. Аса илтерер: Леонид Пучков пӗлтӗрхи авӑнӑн 16-мӗшӗнче Ҫурҫӗр Кавказри Серноводск ялӗнче сирпӗнекен хатӗре пула вилнӗ. Иккӗленӳ ҫуратакан урапана курсан плицейскисем унӑн ҫулне пӳлнӗ. Террорист хӑйӗн ҫумӗнчи минӑна сирпӗтнӗ. Синкерте виҫӗ полицейски вилнӗ. Вӗсенчен иккӗшӗ – Чӑваш Енрен. Вӗсем террориста тытса чарнӑран чылай ҫыннӑн пурнӑҫӗ ҫӑлӑннӑ.
Леонид Пучков шалти ӗҫсен органӗнче 6 ҫул ӗҫленӗ. Унӑн арӑмӗ тата пӗчӗк ачи юлнӑ.
РФ ШӖМӗн Шупашкар районӗнчи уйрӑмӗ вырнаҫнӑ урама та Леонид Пучков ячӗпе хисеплесшӗн. Ку - унти полицейскисен шухӑшӗ.
Ҫак кунсенче Чулхулари Мулино хулинче «Гвардеец-1» ҫарпа спорт сывлӑх лагерӗнче иккӗмӗш смена ӗҫлет. Унта Чӑваш Енри 20 ача тухса кайнӑ. Ҫавсен шутӗнче Шупашкарти 14-мӗш кадет шкулӗнче вӗренекенсем тата Патӑрьел, Вӑрнар, Ҫӗмӗрле, Пӑрачкав тата Шупашкар районӗнчи ачасем пур.
Ҫамрӑксем лагерьте ҫар хатӗрленӗвӗн теори пӗлӗвне илеҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне ачасем алӑпа пемелли гранатӑсене ывӑтаҫҫӗ, автоматран переҫҫӗ тата ытти ӑсталӑха алла илеҫҫӗ. Парашюта епле пухмаллине те унта вӗрентеҫҫӗ.
Лагере Атӑлҫи федераци округӗнчи тата Крым Республикинчи 160 ача пухӑннӑ.
Ҫак эрнере республикӑра прокурорсене черетлӗ хутчен вырӑнпа ылмаштарнӑ. Унччен ҫавӑн йышши ылмашусем Муркаш, Хӗрлӗ Чутай, Элӗк, Ҫӗмӗрле районӗсенче пулнӑччӗ.
Хальхинче улшӑну Шупашкар районне тата Шупашкарти Ленин районне пырса тивнӗ. Шупашкар районӗнче 7 ҫул прокурорта ӗҫленӗ Александр Моисеева республикӑн тӗп хулин Ленин районӗнче йӗрке тума шаннӑ, унта прокурорта 13 ҫул тӑрӑшнӑ Зелфинас Карама – Шупашкар районне.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |